Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун

 

1977Кашкӑр ҫӑварӗнчен аш тухман.Кашкӑр
1979Кашкӑр ҫӑварне лекнӗ сурӑх хӑҫан сывӑ юлни пур.Кашкӑр
1978Кашкӑр ҫӑварне нимӗн те ҫитес ҫук.Кашкӑр
1980Кашкӑр ҫӑмне тӑкать те, йӑлине улӑштармасть.Кашкӑр
1981Кашкӑр ҫуринчен кашкӑрах пулать.Кашкӑр
1982Кашкӑр ҫурнӑ ӗне катка ҫурӑ сӗт панӑ тет.Кашкӑр
1983Кашкӑр та мӑнтӑр пулинччӗ, сурӑх та чылай пулинччӗ теҫҫӗ.Кашкӑр
1984Кашкӑр та сурӑх пулӗччӗ те, вӑрӑм хӳри кансӗрлет.Кашкӑр
1985Кашкӑр та сурӑхшӑн куҫҫуль юхтарнӑ тет.Кашкӑр
1986Кашкӑр та тутӑ пултӑр, сурӑх та тӗрӗс пултӑр.Кашкӑр
1987Кашкӑр тытнӑ сурӑх кашта ҫӳлли пулнӑ тет.Кашкӑр
1988Кашкӑр укҫасӑрах кӗтӳҫе кӗрӗшет те, килӗшекен ҫук.Кашкӑр
1989Кашкӑр хӑй ҫурине сурӑх ҫурма вӗрентет, сурӑх хӑй путекне тарма вӗрентет.Кашкӑр
1990Кашкӑр хӑй шухӑшне йытта пӗлтермест.Кашкӑр
1991Кашкӑр хӗрхенсе сурӑхӑн хӳрине кӑна хӑварнӑ тет.Кашкӑр
1992Кашкӑр хӳтерме кашӑк йӑтса чупмаҫҫӗ.Кашкӑр
1994Кашкӑра каштаран ҫакмасӑр шанма ҫук.Кашкӑр
1995Кашкӑра пӳрнӗ сурӑха картара та упраймӑн.Кашкӑр
1996Кашкӑра тем чухлӗ тутлӑ ҫитарсан та вӑл ҫаплах вӑрманалла теҫҫӗ.Кашкӑр
1997Кашкӑра тытман, тирне сӳнӗ.Кашкӑр
1998Кашкӑра ури тӑрантарать.Кашкӑр
1999Кашкӑра хырӑм выҫҫи вӑрмантан хуса кӑларать.Кашкӑр
2000Кашкӑра чукмар тӗс.Кашкӑр
2001Кашкӑра шӑлӗ тӑрантарать.Кашкӑр
2002Кашкӑра юн пултӑр теҫҫӗ.Кашкӑр
2003Кашкӑрӑн ҫӑварӗ вуниккӗ.Кашкӑр
2004Кашкӑрӑн та кӗрӗкӗ пур та, хывса илме хӗн.Кашкӑр
2005Кашкӑрӗ аякра та, асав шӑлӗ ҫывӑхра.Кашкӑр
2006Кашкӑрне тытман, тирне сутнӑ.Кашкӑр
2007Кашкӑртан тарнӑ, упана ҫулӑхнӑ.Кашкӑр
2008Кашкӑртан хӑраса вӑрмана та каяймӑн.Кашкӑр
1958Кӑпчанкӑран усал йывӑҫ ҫук, качакаран усал выльӑх ҫук.Качака
2220Кӑтӑрмак кӗсре ӗҫре лӑпланать.Ут — Лаша
2013Кӑшламасан шӑшин шӑл ӳсет.Кушак — Шӑши
2222Кӗсрен кӗсен тухнӑ тет.Ут — Лаша
2221Кӗсрен ҫичӗ тиха, мӑйӗнчен хӑмӑт хӑвӑнман.Ут — Лаша
2223Кӗсрене нӑхта кирлӗ, хӗрарӑма — сурпан.Ут — Лаша
2224Кӗсри кӗҫенмесен ӑйри пымасть.Ут — Лаша
2084Кӗтӳрен юлнӑ сурӑх кашкӑр кулли пулать.Сурӑх
1916Кил йытти кил йыттиех.Йытӑ
1917Кил йытти куян тытас ҫук.Йытӑ
1918Кил йытти ҫыртиччен ҫын йытти ҫырттӑр.Йытӑ
1919Килсӗр йытӑ усала вӗренет.Йытӑ
1920Килти йытӑ килех таврӑнать.Йытӑ
1921Кунӗ йытӑ патне туясӑр ан пыр теҫҫӗ.Йытӑ
1959Купӑстана вӗреннӗ качака мӑйракасӑр тӑрса юлнӑ.Качака
2014Кушак ӑшӑ вырӑн шырать, этем ырӑ вырӑн шырать.Кушак — Шӑши
2015Кушак кайӑкӗ куҫ хыҫӗнче анчах хӑюллӑ.Кушак — Шӑши
2016Кушак куҫӗ курман чух шӑшие чару ҫук.Кушак — Шӑши
2017Кушак сӗт курать те, тути вӑрӑм мар.Кушак — Шӑши